
Мӗн-ха вӑл социаллӑ контракт? Ӑна патшалӑх кампа алӑ пусать тата мӗн тӗллевпе? Ҫак ыйтусен хуравне Чӑваш Енӗн ӗҫ министрӗн ҫумӗ Алина Кузнецова тата социаллӑ тӳлевсен пайӗн пуҫлӑхӗ Алексей Григорьев уҫӑмлатӗҫ.
Министерство ӗҫченӗсем сахал тупӑшлисене социаллӑ контрактпа килӗшӳллӗн пулӑшасси ҫинчен каласа кӑтӑртӗҫ. «Тӳрӗ лини» «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) ушкӑнра ыран, авӑн уйӑхӗн 9-мӗшӗнче, 11 сехетре ӗҫлеме тытӑнӗ.
Ыйтусене https://vk.com/bezpaniki21?w=wall-181162659_20678 пост пайӗнче маларах та ҫырма юрать, «тӳрӗ лини» пуҫлансан та ыйтма ирӗк парӗҫ.

Кӑшӑлвирус сарӑлнӑ саманара халӑхӑн хӑш-пӗр пайне пӗртте ҫӑмӑл мар. Уйрӑм усламҫӑҫемпе тепӗр пӗчӗк предприятисем хупӑннипе хӑшӗсем ӗҫсӗр юлчӗҫ. Патшалӑх пулӑшасси пирки пӗлтерсен те ыйтусем пӗрех ҫуралаҫҫӗ. Сӑмахран, 16 ҫула ҫитмен ачасене укҫа тӳлеҫҫӗ-ха, ҫав вӑхӑтрах 18 тултарнисем ҫеҫ ҫул ҫитнисем ҫеҫ шутланаҫҫӗ. Уйрӑм усламҫӑсен те патшалӑх пулӑшӑвне илес килет. Ҫак тата ытти нумай ыйтӑва Чӑваш Ен ӗҫ тата социаллӑ министрӗ Алёна Елизарова, РФ Пенси фончӗн, РФ Социаллӑ страховани фончӗн республикӑри управленийӗсен специалисчӗсем хуравлӗҫ.
Халӑхӑн ыйтӑвне хуравламалли лапам — «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Чувашия без паники» (чӑв. Шикленмен Чӑваш Ен) паблик.
Ҫынсен ыйтӑвӗсене ҫу уйӑхӗн 20-мӗшӗнче хуравлӗҫ. Миҫерех тӳрӗ эфира тухассине хальлӗхе уҫӑмлатман. Ыйтусене пабликри пост айӗнче йышӑнма пуҫланӑ ӗнтӗ. Тӳрӗ лини вӑхӑтӗнче те ыйтма юрӗ.

ЧР Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев тӳрӗ эфир ирттерни пирки, вӑл унта тӗрлӗ ыйтӑва хуравлани ҫинчен пӗлтернӗччӗ.
Олег Алексеевич тӳрӗ эфирта «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» партине кӗме палӑртманнине каланӑ. Халӗ вӑл Элтепер ӗҫне пуҫӗпех путнӑ-мӗн. Тата, вӑл палӑртнӑ тӑрӑх, хӑйӗн шухӑшне улӑштарма хӑнӑхман.
«Чӑннипе каласан, манӑн халь кун пирки шутлама та вӑхӑт ҫук: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» пирки те, «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫей» ҫинчен те», - тенӗ Олег Николаев.
Палӑртмалла: «Тӗрӗслӗхшӗн Раҫҫей» парти 2016 ҫулта йӗркеленнӗ. Нарӑсӑн 15-мӗшӗччен Олег Николаев Чӑваш Енри уйрӑмне ертсе пынӑ, кайран ку тивӗҫе хӑйӗн ирӗкӗпе пӑрахнӑ.

Чӑваш Енри темиҫе журналист Мускава, ҫӗршыва Президенчӗ Владимир Путин патне, кайӗ.
Кӗҫнерникун, раштавӑн 19-мӗшӗнче, ҫӗршыв ертӳҫи пресс-конференци ирттерӗ. Унта хутшӑнма суйласа илнӗ журналистсен списокне Кремль сайтӗнче пичетленӗ.
Раҫҫей Президенчӗпе курнӑҫакансен, тӗрӗсрех каласан, унпа пӗр залра ларма тивӗҫнисен, май килсен Владимир Путина ыйту парас шанчӑк пуррисен йышӗнче — Чӑваш Енри пилӗк журналист. Ҫав йышра — Чӑваш Ен Наци телерадиокомпанин ӗҫченӗсем Анжелика Иванова, Андрей Спиридонов тата Андрей Шоклев, «Советская Чувашия» хаҫатӑн тӗп редакторӗн ҫумӗ Игорь Герасимов, Ҫӗнӗ Шупашкарти «Грани» хаҫат журналисчӗ Дмитрий Новак.
Владимир Путин ҫулсерен ирттерекен пресс-конференцие 1895 журналист хутшӑнӗ. Вӗсен йышӗнче хамӑр ҫӗршыврисемпе пӗрлех чикӗ леш енчисем те.
Мероприяти Пӗтӗм халӑхсем хушшинчи суту-илӳ центрӗнче 12 сехетре пуҫланӗ.
Владимир Путин хуравланине «Россия-1», «Россия-24», «Первый канал» (чӑв. Пӗрремӗш канал) телекомпанисен, «Маяк», «Вести FM» тата «Радио России» (чӑв. Раҫҫей радиовӗ) радиостанцисен эфирӗнче курма тата итлеме май килӗ.

Чӑваш Енри тӳре-шара юлашки вӑхӑтра ҫине тӑрсах «тӳрӗ лини» ирттерме пуҫларӗ. Ҫак уйӑхӑн 19-мӗшӗнче ҫынсен ыйтӑвӗсене республикӑн физкультура тата спорт министрӗ Михаил Богаратов хуравлӗ.
«Тӳрӗ лини» Чӑваш Енӗн Информаци политикин медиа-центрӗнче иртӗ. Михаил Викторович ҫынсен ыйтӑвӗсене 15.00 сехетрен пуҫласа 17.00 сехетчен уҫӑмлатӗ.
Кӑсӑклантаракан ыйтусене халех ӑсатма пулать. Вӗсене minsport@cap.ru электрон адреспа тата (8352) 64-22-62 телефон номерӗпе ҫитермелле. Видеоыйту та яма пулать. Ун валли «Там-Там» мессенджерта ятарлӑ канал ӗҫлет.
ЧР Спорт министерствинче пӗлтернӗ тӑрӑх, «тӳрӗ лини» кунӗнче (8352) 56-51-00 номерпе 14 сехетрен пуҫласа 16.00 сехетчен шӑнкӑравламалла.
«Тӳрӗ линие» Чӑваш Енӗн влаҫ органӗсен видеохостингӗнче онлайн меслетпе кӑтартӗҫ.

Чӳк уйӑхӗн 14-мӗшӗнче ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев каллех тӳрӗ лини ирттерет. Хальхинче – Чӑваш наци телекуравӗпе. Аса илтерер: юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче Михаил Васильевич Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» тӳрӗ лини ирттернӗ.
хальхинче Элтепер республикӑри социаллӑ экономика лару-тӑрӑвӗ пирки каласа кӑтартӗ, малашнехи плансене уҫӑмлатӗ тата ҫынсен ыйтӑвӗсене хуравлӗ. Элтепере ыйту парас килсен 56-51-00 номерпе шӑнкӑравламалла. Чӳк уйӑхӗн 12-13-мӗшӗсенче шӑнкӑравсене 17 сехетчен йышӑнаҫҫӗ. Чӳкӗн 14-мӗшӗнче тӳрӗ лини вӗҫленичченех ыйтусене йышӑнӗҫ.
Тӳрӗ лини 13 сехетре пуҫланӗ.

Ыран, юпа уйӑхӗн 18-мӗшӗнче, ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Енре пурӑнакансемпе «тӳрӗ лини» ирттерӗ. Вӑл 12 сехетре пуҫланса 13 сехет ҫурӑра вӗҫленӗ. «Тӳрӗ линие» Наци радиовӗпе тата «Тӑван радиопа» итлеме май пулӗ.
Михаил Игнатьева ыйту парас килет-и? Эппин, 8-900-330-77-99 номерпе шӑнкӑравлӑр.
Палӑртмалла: Михаил Васильевич кунашкал «тӳрӗ эфира» 2013 ҫулта Наци радиовӗпе ирттерӗ. Ун чухне Элтепер малтанах ҫырса хунӑ тата электронлӑ почтӑна килнӗ ыйтусене 1 сехет ҫурӑра хуравланӑ. Темиҫе радиоитлекен ҫеҫ шӑнкаравласа ҫитнӗ.

Утӑ уйӑхӗн 23-мӗшӗнче Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗ тӳрӗ лини йӗркелет. Ҫав вӑхӑтра шӑнкӑравлакансем куҫман пурлӑхӑн кадастр хакӗпе ҫыхӑннӑ ыйтӑва уҫӑмлатайӗҫ. Специалистсем хак тивӗҫтермесен мӗн тумаллине ӑнлантарӗҫ, ӑна ҫӗнӗрен пӑхса тухмалли йӗрке ҫинчен каласа кӑтартӗҫ.
Ҫынсен ыйтӑвӗсене Росреестрӑн Чӑваш Енри управленийӗн куҫман пурлӑхӑн кадастр хакӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Светлана Андреева уҫӑмлатӗ. Шӑнкӑравсене вӑл ирхи 10 сехетрен пуҫласа кӑнтӑрлахи 12-ччен йышӑнӗ. Ыйтса пӗлмелли телефон номерӗ — 8 (8352) 34-68-07.
Росреестрӑн специалисчӗсем управленире пурлӑхӑн кадастр хакне тишкерекен комисси ӗҫленине аса илтереҫҫӗ. Ӗҫлӗ ушкӑн ял хуҫалӑх тӗллевӗллӗ, ялсен, ятарлӑ хуралламалли ҫӗрсен хакне ҫӗнӗрен пӑхса тухать. Ҫапах та кунта пӗр анчах пур. Кадастр хакне палӑртса Патшалӑхӑн пӗрлехи реестрне ҫырса хунӑ хыҫҫӑн пилӗк ҫул иртсен хака комисси тишкермӗ. Кун пек чух суда тавӑҫпа ҫитме тивӗ.

РФ Президенчӗпе Владимир Путинпа «тӳрӗ лини» иртнӗ хыҫҫӑн «Чӑваш Енри ипотека корпорацийӗ» ипотека кредичӗн ставкине пӗчӗклетме йышӑннӑ. Эппин, ҫӗршыв ертӳҫи чӗнсе каланине шута илнӗ.
Халӗ хута каякан ҫурт-йӗре илмелли ипотека 8,75 процентран пуҫланать. Хатӗр ҫуртра хваттер туянма вара 9 процентлӑ ипотека илме май пур. Нумай ачаллӑ ҫемьесем валли вара – 8,5 процент.
Чӑваш Енре «Патшалӑх пулӑшу паракан ҫемье ипотеки» те ӗҫлет. Ку – иккӗмӗш е виҫҫӗмӗш ача ҫуралнӑ ҫемьесем валли. Ку программӑпа ипотекӑна 6 процентпа илме пулать.
Сӑмах май, ЧР Строительство министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, кӑҫал 4 уйӑхра республикӑра 5771 ипотека илнӗ. Пӗтӗмӗшле сумма – 8,7 миллиард тенкӗ.

РФ Президенчӗ Владимир Путин «тӳрӗ линие» пуҫличчен икӗ минут юлчӗ. Раҫҫей ҫыннисем унран пулӑшу ыйтса видео ӳкреҫҫӗ, ыйтусем яраҫҫӗ. Шупашкарти «Садовый» микрорайонта хваттер пая кӗрсе туяннӑ ҫынсем те Владимир Владимировичран пулӑшу кӗтеҫҫӗ.
Вӗсем видео ӳкернӗ, ӑна Youtube сайтра вырнаҫтарнӑ. «Хисеплӗ Президент! Пая кӗнӗ ҫынсен ячӗпе пире хваттер уҫҫисене илмешкӗн пулӑшма ыйтатпӑр, мӗншӗн тесен хута каякан 5 ҫурта 1 ҫул та 3 уйӑх кая юлса хӑпартаҫҫӗ. Ҫемьесем тара илнӗ хваттерсенче пурӑнаҫҫӗ, банка ипотекӑшӑн процентсем тӳлеҫҫӗ», - тенӗ видеороликра.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, застройщик строительство ӗҫӗсене пурнӑҫламасть, пайҫӑсемпе тӗл пулма хирӗҫлет. ЧР Строительство министерствин даннӑйӗсене ӗненес тӗк, Б.Хмельницкий урамӗнчи 17-21 позицири ҫуртсене кая юлса хӑпартаҫҫӗ.
